Канаш тăрăхĕнче пурăнакан çула çитмен хĕрача ултавçăсен серепине çакланнă. Палламан çынсем хушнине пурнăçланă май амăшĕн банк картти çинчи укçана вăрлаттарса янă. Çак лару-тăрăва округри шалти ĕçсен пайĕн участковăйсемпе тата çул çитменнисемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Любовь Антонова уçăмлатать:
– Хĕрача патне, мессенджерта, парне пама шантаракан тест тухмашкăн сĕнÿ килнĕ. Вăл ыйтусене хуравланă хыççăн палламан çынсене хăйĕн банк карттине ÿкерттерсе ярса панă. Лешсем ун çине 10 пин тенкĕ укçа куçарса пама шантарнă. Анчах та каярах «юрăхсăр» банк картти ярса панăшăн ашшĕ-амăшне пысăк штраф тÿлеттерессипе хăратнă. Пăшăрханса ÿкнĕ хĕрача «тест ирттерекенсемпе» çыхăнăва тухнă. Суя консультант, штрафран хăтăлас тесен, ăна ашшĕ-амăшĕ çывăрса каясса кĕтме, унтан вĕсен карттине ÿкерттерсе ярса пама сĕнÿ-канаш панă. Ултавçăсем çав самантрах амăшĕн счечĕ çинчен 17 пин тенкĕ укçине вăрласа кайнă. Укçа банк картти çинчен мĕнле майпа çухални çинчен хĕрарăм полици уйрăмне пырсан кăна пĕлнĕ. Хĕрĕ маларах палламан çынсемпе калаçни çинчен никама та пĕлтермен. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, ачăрсем мĕнле сайтра ларнине тата кампа калаçнине çирĕп сăнаса тăрăр, ултавçăсем ĕçлемесĕр пуяс тĕллевпе темĕнле меслет те шутласа тупаççĕ.

