Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > «Зарничка» ушкăнта мала тухнă

«Зарничка» ушкăнта мала тухнă

«Зарничка», «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем Канаш çĕрĕ çинче кăçал 56-мĕш хут иртрĕç. Вĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалларĕç.

Çамрăксен патриотла туйăмне çĕклеме пулăшакан вăйăсем виçĕ куна пычĕç. Çивĕч тупăшусем яланхиллех Кĕçĕн Çавал юхан шывĕ хĕрринчи лапамра иртрĕç. Пирĕн шкулăн çамрăк армеецĕ- сем «Зарничка» ушкăнра пысăк çитĕнÿ тунипе палăрчĕç.

Вĕсем стройпа утассипе, пĕрремĕш васкавлă медицина пулăшăвĕ парас енĕпе, çар вăййинче, автомата кĕске вăхăтра салатса пуçтарассипе, пневматика винтовкинчен тĕл персе лектерессипе, чупассипе, туртăнассипе, вырăнтан инçешне сикессипе тата ытти конкурссенче хастар пулчĕç. Çавна май чи кĕçĕннисен «Зарничка» ушкăн çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Çак çитĕнÿпе вĕсене саламлатпăр, яланах малти ретре пулма ăнăçу сунатпăр.

Александр ПЕТРОВ

физкультура учителĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *