Ӗҫре е профессие пула шар курнӑ ҫынсем Чӑваш Енри санаторисенче сипленме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗнчен пӗлтереҫҫӗ.
Асӑннӑ уйрӑм санаторипе курорта кайса сипленме путевкӑсем парать. Анчах ӑна илме медицинӑпа социаллӑ экспертиза бюровӗ хатӗрленӗ ятарлӑ программа пулмалла. Санаторире сипленме ҫыннӑн асӑннӑ фондӑн уйрӑмне заявлени памалла. Е ҫак ӗҫе патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ, е уйрӑмӑн клиент службине ҫитсе пурнӑҫлама пулать.
Чӑваш Енре 4 санаторие кайма пулать.

