Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Чăрăш хунавĕсем лартса тухнă

Чăрăш хунавĕсем лартса тухнă


Ухман салинче «Астăвăм сачĕ» чĕртсе тăратнă. Çулсеренех пĕтĕм халăхсем хушшинче йĕркелесе ирттерекен акцие Канаш тăрăхĕнчи депутатсен пухăвĕн депутачĕ Виталий Иванов, администраци ĕçченĕсем тата волонтерсемпе шкул ачисем хутшăннă.
Вĕсем туслă йышпа 150 тĕп ытла çамрăк чăрăш хунавĕсем лартса тухнă. Хунавсемпе çут çанталăк тусĕсене Канаш лесничествин директорĕ Дамир Юнусов тивĕçтернĕ. Йывăçсене вырăнти волонтерсем çу каçипех пăхса сăнаса тăрĕç, шăрăх çанталăкра шыв сапĕç, ирĕккĕн ÿссе аталанма таврари курăка çулса тасатĕç.
«Астăвăм сачĕ» акципе килĕшÿллĕн пирĕн çĕршывра çулсеренех 27 миллион тĕп йывăç-хунав лартса хăвараççĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă кашни паттăр салтакпа çыхăннă. Кашни йывăç вĕсене асра тытма пулăшакан чĕрĕ палăк пулса тăрĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *