Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Тавар туянакансем унăн ĕçĕпе кăмăллă

Тавар туянакансем унăн ĕçĕпе кăмăллă

Кашни çынах çут тĕнчене килсен малтан выляса-чупса çитĕнет, ăс пухса пĕлÿ илет. Çитĕнсен çемье çавăрать, пурнăçра хăйĕн вырăнне шыраса телейлĕ пулма тăрăшать.

Çĕнĕ Чалкасси ялĕнчи суту-илÿ лавккинче Светлана Федоровна Николаева ĕçлет. Вăл Шупашкар районне кĕрекен Побой ялĕнче кун çути курнă. Çемьере сакăр пĕртă-ван пĕр-пĕринпе килĕштерсе ÿснĕ. Вăл вăхăтра кашнинех мĕн пĕчĕк-рен ĕçе хăнăхтарнă. Ялти шкулта вунă класс пĕтернĕ хыççăн хĕруп-раçа бригадăна ертсе пыма шаннă. Анчах та ăна шăпа Çĕнĕ Чалкассине илсе çитернĕ. Вăл Çĕрпÿ хулинчи ял хуçалăх техникумĕн- че ăс пухакан çамрăкпа Валерий Николаевпа çемье çавăрнă. Икĕ хĕрпе пĕр ывăлне çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун çичĕ мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ.

Канаш районĕ тăванран та тă-ван пуласса, хăйĕн пурнăçне суту-илÿпе çыхăнтарасса, тен, ача чухне шухăшлама та пултарайман. Çапах шăпах хăй телейне çакăнта тупнă Светлана Федоровна.

Суту-илÿ ĕçĕ çăмăлах мар. Çак ĕçре сакăр çула яхăн тимлет вăл. Лавккана тавар туянма килекенсен кмăлне лайăх туять. Çынсене кирлĕ таварсемпе вăхăтра тивĕçтерме тăрăшать. Кашни килен каян çынна ырă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатать. Сывлăхран кăштах хавшак тавар туянакансене пысăк тимлĕх уйăрать, туяннă япалисене сумккине майласа хума та пулăшать. Татах килĕр теме те манмасть. Унăн сăнĕ яланах çутă, ăш пиллĕ. Светлана Николаева лавккара паянхи кун пĕчченех ĕçлет пулин те канмалли кунсенче те ял лавкки уçă. Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕнчи виçĕ ялтан килекенсем унăн ĕçĕпе кăмăллă.

Кашни ĕçе ÿркенмесĕр, чунтан пурнăçлани паха. Тăрăшнине кура ÿсĕмсем те пулаççех. Малашнехи ĕçре хисеплĕ сутуçăна татах та пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Ĕç ветеранĕсем ыйтнипе

Ольга Терентьева тата

Людмила ОРЛОВА,

Çĕнĕ Чалкасси ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *