Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк мӑшӑр преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ.
Арҫынпа хӗрарӑма полици сотрудникӗсем хулари Гагарин урамӗнче асӑрханӑ. Вӗсем сутма юраман япаласен интернет-лавкки пирки пӗлтерӳ ҫыпӑҫтарса ҫӳренӗ.
Хӑйсем мӗн ӗҫленине вӗсем ӳкерсе илнӗ, сӑн ӳкерчӗксем отчёт валли кирлӗ пулнӑ.
Халӗ иккӗшне те административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Хамӑр инф.

