Чăваш Енĕн транспорт министрĕ Максим Петров республикăри çул-çӳрев хăрушсăрлăхĕн ыйтăвне уçăмлатнă.
Кăçалхи çичĕ уйăхра аварисен, вĕсенче вилнисен шучĕ палăрмаллах чакнă. Федераци трассисем çинче цифра пушшех нумай пĕчĕкленнĕ – авари 29,7% сахалрах, вилнисен шучĕ вара виçĕ хут чухлех пĕчĕкленнĕ.
Çакна министр водительсем çул-йĕр правилисене уянине тĕрĕслесе тăмалли куçса çӳрекен фотовидеофиксаци комплексĕсем ĕçлеме пуçланипе те сăлтавланă. Стационарсем ăçта вырнаçнине пурте пĕлеççĕ, кусем вара транспорт юхăмĕнче ĕçлеççĕ – водительсен сыхă пулма тивет. Çавна май кунашкал комплекссене татах туянасшăн.
Министр палăртнă тăрăх, кăçал регион шайĕнчи çулсен – 120 километрне, вырăнсенчи çулсен 170 километрне юсама палăртнă. Çак ĕçĕн пысăк пайне пурнăçланă ĕнтĕ. Çавăн пекех çулсен 15 километрне çутатса тăмалла тумалла – çуран çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн ку пушшех пĕлтерĕшлĕ.

