Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Медицина колледжĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă

Медицина колледжĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Хамăрăннисен вăхăчĕ» проекчĕпе килĕшӳллĕн ятарлă çар операцине хутшăннисем министерствăсемпе ведомствăсенче, вĕсене пăхăнакан учреждени-организацире стажировка тухасси малалла пырать.

Правительство вице-премьерĕ Владимир Степанов Дмитрий Баннова Шупашкарти медицина колледжĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Кунтан вĕренсе тухнăскер улшăнусене тӳрех асăрханă, хăйне вĕрентнĕ преподавательсенчен çĕннине нумай пĕлнĕ.

2023 çулта колледжра федерацин «Профессионалитет» проекчĕпе килĕшӳллĕн «Клиника тата профилактика медицини» енĕпе вĕрентӳ кластерне йĕркеленĕ, 6 вĕрентӳ зонинче 3 специальноçа вĕрентеççĕ. «Вăтам звено валли компетентлă специалистсем хатĕрлеме вĕреннĕ чухне туса кăтартмалли симуляци тата производство оборудованийĕпе тивĕçтернĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе кăçал колледжра тактика медицинин кабинетне уçнă, кунта студентсем медпулăшу хăвăрт памалли меслетсене, тактика медицинин меслечĕсене алла илеççĕ. Занятисене сертификациленнĕ специалистсем ирттереççĕ, вĕсем Мускав облаçĕнчи «Витязь» вĕрентӳ-тренировка центрĕнче ятарлă пĕлӳ илнĕ. Дмитрий Баннов колледжра вĕренӳ аудиторийĕсене паянхи пурнăç ыйтнă пек çĕнетнине, ку чухнехи оборудовани туянса вырнаçтарнине асăрханă, вăл студентсене специальноçа лайăхрах вĕренме май панине палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *