Тухтӑрсем хура ҫӗлен сӑхнӑ ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
12 ҫулти ача уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ҫӗлен курнӑ та ӑна тытса пӑхас тесе аллине тӑснӑ. Ҫӗлен ӑна пӳрнинчен сӑхнӑ.
Ачан ашшӗпе амӑшӗ тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Арҫын ачана Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл унта сипленет. Унӑн сывлӑхӗ лайӑхах, ҫапах тухтӑрсем ӑна кӑштах сӑнаса тӑмаллине пӗлтернӗ.

