Республика тӳремнчи Ленин палăкĕ хыçĕнче вырнаçнă лапамра çамрăк чăрăшсем лартнă.
Çак вырăнта чирпе вăйсăрланса хитрелĕхне çухатнă йывăçсене маларах кăкласа тирпейленĕ. Вĕсен вырăнне малашне 10 кăвак чăрăш çитĕнĕ.
Шупашкар хулин Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата хăтлăлăх управленийĕн пай пуçлăхĕ Анна Александрова пĕлтернĕ тăрăх, кивĕ йывăçсене çĕннисемпе экологи нормисене çирĕп пăхăнса улăштарнă. Тĕмсем 3-3,5 метртан çӳллĕ мар, тымарĕсем çирĕп, лăссисем лапăска. Муниципалитет контрактĕнче çирĕплетнипе килĕшӳллĕн специалистсем чăрăшсене виçĕ çул пăхса тăрĕç.

