Республикăн 2026 çулхи тата планпа пăхнă 2027, 2028 çулсенчи бюджечĕн проекчĕ хатĕр. Тивĕçлĕ саккун проекчĕпе иртнĕ эрнере Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пĕрремĕш вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарнă.
Çитес виçĕ çуллăх бюджет пирки каланă май Михаил Ноздряков унпа виçĕ уйăх каяллах ĕçлеме пуçланине палăртнă. Халĕ саккун проекчĕ хатĕр. Тӳрех асăрхаттарнă: бюджет дефицитлă пулать. Çитес çулхи параметрсене илес тĕк – тупăш та, тăкак та ӳсĕмлĕ. Бюджет никĕсĕнчи пысăк тĕллев- сен шутĕнче вице-премьер бюджет ĕçченĕсен шалăвне ӳстерессине асăннă. Наци проекчĕсем валли виçĕ çулта уйăракан укçа калăпăшĕ 53 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Социаллă сфера тăкакĕсем пысăк – 2026 çулта вĕсем бюджетăн 62,7% йышăнĕç, 69 миллиард тенке яхăн пулĕç. Ку кăçалхинчен 10% нумайрах. Михаил Геннадьевич потребитель хакĕсен ӳсĕмĕн прогнозĕ 4% танлашни çинчен каланă. Наци экономики валли уйăракан укçа та хушăнать.

