Ҫитес ҫул Шупашкарти «Акварель» микрорайонта шкул ҫӗклеме пуҫлӗҫ.
Кун пирки «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Ытти микрорайонсенче те вӗренӳ учрежденийӗсем тума проектсем хатӗрлеҫҫӗ. «Чӑннипех те кирлӗ ҫӗрте шкулсем тӑвасси – пирӗншӗн тӗп ыйтусенчен пӗри», – палӑртнӑ регион ертӳҫи.
Сӑмах май, кӑҫал вӗренӳ ҫулне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Кӳкеҫри 3 пин ытла ача ҫӗнӗ шкулта пуҫланӑ.

