Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Астăвăм стени уçнă

Астăвăм стени уçнă


Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Сиккасси салинче Астăвăм стени уçнă. Ăна вырăнта пурăнакансем ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕ чухне паттăрла пуçĕ- сене хунă ентешсене халалланă.
Астăвăм стенине хăпартмашкăн салари культура çурчĕнче тăрăшакан Вячеслав Шпаков пуçарупа тухнă. Проектне те хăех туса хатĕрленĕ. Мĕн пур ĕçе халăх пуçтарса панă укçа-тенкĕпе туса ирттернĕ.
Астăвăм стенине уçма округ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова хутшăннă. Çак пĕлте- рĕшлĕ тата пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнă хастарсене округ администрацийĕн Тав çырăвĕ- сене парса чысланă.
Астăвăм вырăнне Сиккасси чиркĕвĕн настоятелĕ Александр протоиерей сăвапланă. Астăвăм стени умне чечек карçинккине чи малтан Сиккасси шкулĕнче вĕренекен кадетсем пырса хунă. Митингра культура ĕçченĕсем патриотла юрăсем шăрантарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *