Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ятарлă премие тивĕçнĕ

Ятарлă премие тивĕçнĕ


Людмила Чебукова çĕршыв шайĕнчи «Çулталăк библиотекарĕ» конкурсра палăрнă.
Вăл Канаш округĕнчи тĕп библиотекăра тăрăшать, Раççейри чи лайăх 11 библиотекарь йышне кĕнĕ.
Библиотекарь регионта ача-пăча литературине анлă сарнăшăн, ачасен вулас туртăмне ÿстернĕшĕн ятарлă премие тивĕçнĕ.
Людмила вулавăшра 2019 çултанпа ĕçлет. Унта Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн дипломне алла илнĕ хыççăн вырнаçнă.
«Людмила хăйĕн ĕçне чунран парăннă, ыттисемшĕн те тĕслĕх. Ырă тата уçă чунлăскере тĕрлĕ ÿсĕмри вулакансем кăмăллаççĕ», – палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çамрăк специалиста саламланă май.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *