Сусӑрсем валли ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме субсиди параҫҫӗ.
«Кадрсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн предприятисене сывлӑх енчен хавшак ҫынсене тивӗҫлӗ майсемпе тивӗҫтерме 200 пин тенкӗ таран уйӑ- раҫҫӗ.
Паянхи кун тӗлне ҫак меслетпе регионти 3 пӗрлешӳ усӑ курнӑ, тепӗр 3-шӗ кирлӗ хатӗрсем туянас тапхӑрта.
Сӑмах май, ҫулсерен раштавӑн 3-мӗшӗнче сусӑр ҫынсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

