Шупашкарта Рязань ӑстин куравӗпе паллашма пулать. Заливра вырнаҫнӑ Чӑваш тӗррин музейне кӑна ҫитмелле.
Ирина Риффель – Рязаньти реставратор, Раҫҫе-йӗн тӗрленӗ картти ҫинчи Рязань пайӗн авторӗ. Вӑл авалхи техникӑпа тӗрлет.
Шупашкарти куравра унӑн ӗҫӗсене курма пулать: сӗтел ҫивиттисем, алшӑллисем, панно… Ку кӑна мар, халӑх тумне тӑхӑнтартнӑ пуканесем те пур. Ҫавӑн пекех Рязань облаҫӗн тӗрленӗ карттине те курма пулать.

