Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Калăпăшлă инвестици проекчĕ пурнăçланать

Калăпăшлă инвестици проекчĕ пурнăçланать


Чăваш Республикин вице-премьерĕ _ регионăн ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев Канашри чăх-чĕп фабрикинче ĕçлĕ çул-çÿревпе пулнă. Унта вăл чăх-чĕп комплексне çĕнетессипе пуçарнă калăпăшлă инвестици проекчĕ еплерех пурнăçа кĕрсе пынипе паллашнă.
Предприятире ку енĕпе ĕçсем 2023 çулта пуçланнă. Çак тапхăрта çăмарта упрамалли пысăк склад хăпартнă, чĕпсене ÿстермелли кайăк-кĕшĕк витисене çĕнетнĕ, çĕнĕ йышши оборудовани туяннă, кормоцехра ырă улшăнусем пулса иртнĕ.
Калăпăшлă проектсем пурнăçа кĕрсе пыни çăмарта илессине палăрмаллах ÿстерме май панă. 2023 çулта фабрикăра 4 миллион çăмарта илнĕ пулсан, 2024-2025 çулсенче çак кăтарту çулталăкра 106,3 миллион çăмартана çитнĕ. 2025 çул вĕçленнĕ тĕле комплексри чăхсен шучĕ 503 пин пуçпа танлашнă.
Кăçал пуçарнă ĕçсене малалла тăсма палăртаççĕ. Çăмарта тăвакан чăхсем валли икĕ пысăк вите хăпартас тĕллевлĕ. Кашнинче 150-шар пин пуç чăх усрама май килĕ. Çавăн пекех 200 пин чĕп вырнаçмалли тепĕр вите туса лартас шухăшлă. Çăмарта складне çĕнетсе унти оборудование çĕннипе улăштарасшăн. Çак проект 30 çын валли хушма ĕç вырăнĕ туса парĕ, çăмарта илессине çулталăкра тата 25 миллион штук чухлĕ ÿстерме пулăшĕ. Çавна май 2026 çул вĕçленнĕ тĕле кăтарту 125 миллион штукпа танлашмалла.
«Компани ертÿçипе Наталья Карпычевапа çитес вăхăтра Вăтапуç салинчи «Колокольчик» ача садĕнче агролаборатори уçассине те сÿтсе яврăмăр. Вăл «Российское село» тата «Новая школа» парти проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пырĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ профессипе паллаштарни вĕсен ăсталăхне чылай малтан уçма пулăшать, ума тĕллев лартса вĕсем патне туртăнма май парать», _ пĕлтернĕ Андрей Макушев министр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *