Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Нижний Новгород хулинче «Единая Россия» партин «Есть результат!» ятпа форум иртнĕ. Унăн ĕçне партин Генеральнăй канашĕн Секретарĕ Владимир Якушев тата Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Дмитрий Чернышенко хутшăннă.
Партин Халăх программи çĕршывĕпех ăнăçлă ĕçлет. Унти пуçарусем çитĕнекен ăрăва «Молодежь и дети» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çирĕп тĕревлеççĕ. Çамрăксене пысăк тимлĕх уйăрас енĕпе Атăлçи федераци округĕн-чи пур регион та хастар ĕçлесе пырать. Программăн ятарлă положенийĕсем çамрăксене облаçсемпе республикăсен кулленхи пурнăçне ăнăçлă явăçтарма май параççĕ. Форумра хăйсен паха опычĕпе çамрăксен юхăмĕ- семпе патриотла пĕрлешÿсен хастарĕсем, педагогсемпе наставниксем, студентсем тата СВО ветеранĕсем паллаштарнă.
Чăваш Енрен «Есть результат!» форума пĕлтерĕшлĕ 230 ытла сĕнÿ тăратнă пулнă. Сÿтсе явнă хыççăн вĕсенчен нумайăшĕ партин çĕнĕ программине кĕрсе юлĕç. Çак сĕнÿсене республикăран кайнă пысăк делегаци уçăмлатнă, делегаци йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та пулнă.
_ Республикăра хатĕрлевĕн пĕр татăлми ятарлă системине «ача сачĕ _ шкул _ пĕлÿ _ предприяти» туса хатĕрлерĕмĕр. Ача сачĕсенче 130 ытла агролаборатори ĕçлет. Вĕсене предприятисем хăйсен шефство витĕмне илеççĕ, çавна май ачасен професси туртăмне мĕн пĕчĕкрен аталантарса пыраççĕ. Шкулсенче инженери енĕсене пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çамрăксен тавра курăмне анлăлатмашкăн шкул театрĕсемпе ытти формата аталантаратпăр. Пирĕн кашни йышăну çынсем ыйтнипе пулса пынă. Çак йышăнусем регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программин никĕсне кĕрсе юлнă, вĕсене çавăн пекех партин Халăх программинче те шута илеççĕ. Хальхи вăхăтра эпир вузсем хушшинчи кампуса йĕркелесе ярассипе ĕçлетпĕр, вăл пĕлÿпе наукăна тата бизнеса пĕр йыша чăмăртама май парĕ. Халăхпа куçа-куçăн калаçни кăна республикăна малалла аталантарма май паракан йышăнусене тупма пулăшать, _ пĕлтернĕ Олег Алексеевич.
Хамăр инф.

