Раççейри студентсен отрячĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ĕç отрячĕсенче 40 ытла шкул ачи пур. Çĕртме уйăхĕ пуçлансанах вĕсем ĕçе пикеннĕ.
Ачасене тăватă предприяти кĕтет: икĕ кафе, пĕр кофейня тата кондитер фабрики. 14-17 çулсенчискерсене укçа ĕçлесе илмешкĕн Шупашкарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшать.
Вĕсен ĕç кунĕ 4-5 сехетрен иртмелле мар. Пушă вăхăтра ачасем валли спорт турнирĕсем, пултарулăх каçĕсем тата финанс пĕлĕвне ӳстерессипе ăсталăх класĕсем (унта пĕрремĕш ĕç укçипе тĕрĕс усă курма вĕрентĕç) иртеççĕ. Ĕçе вырнаçас йĕрке саккунпа килĕшӳллĕн пурнăçланать.

