Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа округсенчи культура ҫурчӗсен умӗнче уҫӑ лапамра кино тӳлевсӗрех кӑтартма пуҫлӗҫ.
Пӗрремӗш фильм «Школа Бабы-Яги» ятлӑ пулӗ, ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ: Шупашкарта – Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ умӗнче, Ишлей салинче – культура керменӗ умӗнче. Ҫавӑн пекех кинона Канашра, Вӑрнарта, Сӗнтӗрвӑрринче, Етӗрнере тата Шӑмӑршӑра курма май пулӗ.
Фильмсене вара ҫулла вӗҫлениччен кашни кӗҫнерникун кӑтартӗҫ.

