Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Промышленноçăн çирĕп политики республикăра пурăнакансене курăмлă кăтарту парать

Промышленноçăн çирĕп политики республикăра пурăнакансене курăмлă кăтарту парать

Шупашкарта экономика форумĕ кăçалхипе 16-мĕш хут иртнĕ.

Вăл Раççейри тĕрлĕ регионти тата чикĕ леш енчи 1,5 пин ытла çынна хăйĕн тавра пухнă. Ку йышра экономика, финанс, ИТ-индустри, бизнес тата ытти тытăмри экспертсем пулнă.

Форумпа килĕшÿллĕн пĕтĕмпе 14 ĕçлĕ мероприяти иртнĕ, вĕсенче тĕрлĕ килĕшÿ алă пусса çирĕплетнĕ.

Шупашкарти экономка форумĕн пленарлă ларăвĕнче Чă-ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра технологи суверенитечĕн принципĕсем еплерех пурнăçа кĕни, финанс çирĕп-

лĕхĕ тата бизнесăн практикăри аталанăвĕ çинчен каласа кăтартнă. Регион ертÿçи палăрт- нă тăрăх, çак ăнлавсем республикăшăн формула анчах мар, ĕçе кĕрсе пыракан конкретлă стратеги.

Чăваш Республики комплекслă аталану енĕпе 2020 çултах ĕçлеме тытăннă, çакна пурнăçа кĕртсе пымашкăн социаллă пурнăçпа экономка аталанăвĕн комплекслă программине тĕпе хунă. 2025 çул валли пăхса хăварнă программăна тĕп кăтартусемпе 2023 çултах пурнăçа кĕртме пултарнă. Çакăн хыççăн республика 2030 çул валли çĕнĕ программа хатĕрлеме тытăннă.

«2020 çулта эпир çирĕп аталанăвăн стратегине ESG-повесткăна тĕпе хурса йĕркелерĕмĕр. Çак стандартсем пирĕн мĕнпур ĕçĕн эффективлăхне хаклакан критерисем пулса тăчĕç. Халĕ вăл ЭКГ-рейтинг шутланать, ĕçсен хаклавĕн йĕрки вара çав мелпех пулса пырать», — пĕлтернĕ Олег Алексеевич.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *