Ҫӗнӗ Шупашкарта СВОра пуҫ хунӑ пӗртӑван Ромазановсем пурӑннӑ ҫурт ҫинче асӑну хӑми уҫнӑ.
Вӗсем СВОна хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ. Иккӗшӗ те 2024 ҫулта пуҫ хунӑ: асли Александр – пушӑн 18-мӗшӗнче, кӗҫӗнни Дмитрий – пушӑн 19-мӗшӗнче. Вӗсем тӗрлӗ подразделенире службӑра пулнӑ. Паттӑрсене манмӑпӑр.

