Питравра Сиккасси салинче пурăнакансем ял уявне паллă тунă.
Вырăнта пурăнакансене уяв ячĕпе округ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова тата муниципалитетри депутатсен пухвĕн депутачĕсем саламланă.
«Çак илемлĕ уяв хăйсен тăван тăрăхне чун-чĕ-репе юратакан тата унăн аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшакан хастарсене пĕр йыша чăмăртать. Сире пурне те ăнăçу, çирĕп сывлăх тата телей сунатăп», — тенĕ Татьяна Сергеевна Сиккасси салинче пурăнакансене тата уява килнĕ хăнасене ăшшăн саламласа.
Питрав кунĕнче хĕрÿллĕ салам сăмахĕсене вырăнти ĕç ветеранĕсем те тивĕçнĕ. Яманкасси ялĕнче пурăнакан Петр Федорович Федоров 90 çулхи юбилейне паллă тунă, Сиккасси салин хастарĕ Николай Иванович Горшков 85 çул тултарнине уявланă.
Ял уявĕнче сцена çинчен хаваслă юрă-кĕвĕ янăранă, спорт лапамĕсенче спортсменсем тупăшнă, кашнин чун-чĕринче савăк кăмăл хуçаланнă.

