Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Шупашкар тăрăхĕ аталанать

Шупашкар тăрăхĕ аталанать

Шупашкар тăрăхĕ пурнăç уттинчен пĕр шит те юлмасть, аталанать. Вырăнти лару-тăрупа тата унти ĕç-хĕлпе округ пуçлăхĕ Владимир Михайлов паллаштарнă.

– Хăтлăх, тирпей-илем кĕртесси – тĕп ыйтусен шутĕнче. Кунта чечек лартасси кăна мар, çул-йĕр, ăшă, çутă тата шыв ыйтăвĕсем те кĕреççĕ. Пĕлтĕр Кӳкеçри пусăмлă канализаци коллекторне юсарăмăр. Ишлейре те, Тутаркассинче те, Кăшавăшра та кунашкал ĕçсене туса ирттерме палăртатпăр. Пĕлтĕр Кӳкеçри 4-мĕш котельнăя юсарăмăр, кăçал 2-мĕшĕнче çавнашкал ĕçсене пурнăçлатпăр. Çулсене те йĕркене кĕртетпĕр. Кăçал юсама палăртнисенчен çурринчен ытларах пайне пурнăçланă. Ĕçсене пĕтĕмĕшле авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртатпăр, – тенĕ Владимир Борисович.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *