Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа республикăра ЧР Пуçлăхĕн «Яркое лето Чувашии» проекчĕпе килĕшÿллĕн уçă тÿпе айĕнче кино кăтартаççĕ. Нумаях пулмасть Канашри «12 путей» паркра ачасем «Привет, Медведь» фильм курса киленнĕ. Çурлан 2-мĕшĕнче тата 21-мĕшĕнче те уçă сывлăшри киносеанссем иртĕç.
Республикипе пурĕ 26 лапамра çакăн пек киносеанссем йĕркелеççĕ. Çуллахи каçсене уçă сывлăшра кино курса ирттерес текенсем парксенче, скверсенче, культура çурчĕсем тата ача сачĕсем çывăхĕсенче пуçтарăнаççĕ. Çĕртме-утă уйăхĕсенче пĕтĕмпе 94 киносеанс пулнă, вĕсене пурĕ 7 пин ытла çын хутшăннă.

