«Ясна музыка» этнофестиваль 5-мӗш хутчен хӑна пухать.
2026-мӗш ҫулти фестивалӗн тӗп тӗллевӗ – тараватлӑх йӑли-йӗркине кӑтартса парасси. Пӗр лапамра юрӑ-кӗвӗ, наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйласси, тӗрлӗ халӑх ҫи-пуҫӗпе паллаштарасси пӗрлешӗ.
Фестиваль ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен 16-мӗшӗччен Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрринче тата «Ясна» этнокомплексра иртет.

