Шел пулин те, эрех-сăра уяв йăли-йĕркине çирĕп кĕрсе вырнаçнă. Çĕнĕ çулта шампански ĕçни, ăнăçушăн саламлани е каçхине канмалли тесе пĕр-ик черкке ĕçсе яни – ку пурте хăрушсăр пек туйăнать, пурнăç савăнăçĕн уйрăлми пайĕ пек курăнать. Анчах та ку савăнăç хыçĕнче организмшăн питĕ сиенлĕ процесс пырать. Шел пулин те, унăн пĕтĕм йывăрлăхне ĕçнĕ самантра çынсем сисмеççĕ.
Этил спирчĕ – питĕ сиенлĕ япала, ĕçнĕ хыççăн вăл юнпа организмра питĕ хăвăрт сарăлать. Эрех ĕçсенех пуç мимине хăвăрт çитет те нейронсем хушшинчи çыхăнăва пăсать. Çавăнпа çын ÿсĕрĕлсе кайса хăйне тĕрĕс тытма пăрахать, ура-алă координацийĕ пăсăлнă пирки, тайкаланма пуçлать. Пĕрре ĕçни те организма пысăк сиен кÿме пултарать, час-часах ĕçни вара сывлăха çав тери хăрушă лару-тăру патне илсе çитерет.
Ĕçекенсенчен нумайăшĕ нихăçан та эрех серепине çак- ланмăп, – тесе ĕçмеççĕ. Анчах та хăйсем те сисмеççĕ, хăш вăхăтра унта çакланнине. Çакна çапла ăнлантарма пулать: эрех организмра савăнăç гармонĕсене кăларттарать. Çавăнпа эрех ĕçсен, çыннăн кăмăлĕ лайăхланать. Анчах та, кашни ĕçмессереннех çав япаласем организмра сахалланса пыраççĕ. Эрех ĕçсен те юна вĕсем сахалтарах тухма пуçлаççĕ. Çын вара хăйĕн кăмăлне эрех ĕçсе пысăк шайра тытма хăнăхса пынăскер, туйăмне лайăхлатма каллех ун патнех туртăнать. Кăмăла хăпартакан гармонĕсене кăларттарма, кашни ĕçмессеренех эрех виçи нумайрах кирлĕ пулса пырать. Çапла вара ĕçнĕ кунсем нумайлансах пыраççĕ. Уяв ячĕпе ĕçме пуçланăскер, каярахпа эрехсĕр пурăнайми пулать.
Эрех çынна хăйĕн чури туса хунисĕр пуçне, унăн сывлăхне питĕ пĕтерет. Çыннăн организмĕнче эрех сиен кÿмен пĕр орган та çук. Хаяр шĕвек пуç мимине пысăк сиен кÿрет. Эрех серепине лекнĕ çынсем ăс-тăнĕ час-часах арпашăнса каять (вырăсла «белая горячка» пуçланать). Пĕвер – организмăн тĕп фильтрĕ, эрехе юратакансен нумайĕшĕн çак орган аманать. Малтан «жировой гепатоз» чирĕ, унтан вара цирроз аталанма пултарать. Пĕвер циррозĕ – ĕçекенсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă сăлтавсенчен пĕри. Чĕрепе юн тымарĕсене те эрех питĕ сиен кÿрет, гипертони, инфаркт тата инсульт пулмалли хăрушлăх ÿсет. Çавăн пекех эрех рак чирĕсем аталанас хăрушлăха ÿстерет.
Тата чи хăрушшисенчен теп-ри – эрех ача çуратас сывлăх çине витĕм кÿни. Çамрăк ашшĕ е амăшĕ çие юлнă вăхăтра эрех е сăра ĕçсен, чăлах та тăнсăр ача çуралас хăрушлăх питĕ пысăк.
Эрехе юратаканăн ĕçре те, кил-йышра та йывăрлăхсем пуçланаççĕ: ĕç çухатать, çемьере килĕшÿ çухалать, арканать. Яланах асра тытмалла, эрех – кăмăл çĕклекен хатĕр мар, вăл çыннăн пурнăçне, сывлăхне аркатакан шĕвек. Гиппократ та темиçе ĕмĕр каяллах «Ĕçкĕпе иртĕхни – çын хăйĕн ирĕкпе ухмаха тухни», – тенĕ. Çавăнпа, тĕрĕс те урă пурнăç суйласан кăна, çын хăйне сывă та тулли пурнăç парнелет.
Елена ЕГОРОВА

