Пӗрлехи ӗҫсен планне ҫирӗплетнӗ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Санкт-Петербург губернаторӗ Александр Беглов ҫитес икӗ ҫул валли пӗрлехи ӗҫсен планне ҫирӗплетнӗ. Документ промышленноҫ кооперацийӗнчен пуҫласа робототехникӑна ӗҫе кӗртессипе, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ тата культура аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ҫул-йӗре пырса тивет.
Чӑваш Ен кунӗсенче Ҫурҫӗр тӗп хулинче 12 килӗшӳ тунӑ. Тӗп пуҫарусем хушшинче – производство вӑйӗсене модернизацилесси (сӑмахран, «Текстильмашпа» «Процесс» НПО хушшинчи ҫыхӑну), транспорт тытӑмне цифрӑласси, хӑмла ӗрчетес енӗпе пӗрлехи наука тӗпчевӗсем туса ирттересси тата педиатринчи пысӑк технологиллӗ опытпа пӗр-пӗрне паллштарасси. Кунсӑр пуҫне Александр Беглов Чӑваш Енре вӗренсе тухакансене «Хӗрлӗ парӑссем» уява курма чӗннӗ.
Хӑмла ӗрчетессине аталантарса пырӗҫ
Чӑваш Енри патшалӑхӑн аграри университечӗпе Санкт-Петербургри патшалӑхӑн аграри университечӗ стратегилле килӗшӳ тунӑ. Университетсем хӑмла ӗрчетмелли отрасле пӗрле аталантарса пыма палӑртаҫҫӗ, ҫӗнӗ сортсем кӑларнинчен пуҫласа чӗр тавара тӗплӗ переработка тӑвичченех. Квалификациллӗ кадрсем хатӗрлессине вара уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ.
Раҫҫейре хӑмла ӗрчетессипе лидер статусне тытса тӑракан Чӑваш Еншӗн ку туслӑх уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Аса илтеретпӗр, 2025 ҫулта регион рекордлӑ 202,5 тонна тухӑҫ пухса илнӗ.
Пӗрлехи килӗшӗвӗн пӗлтерӗшлӗ результачӗ студентсен пултарулӑхне анлӑлатасси пулӗ, вӗсем малта пыракан площадкӑсенче наукӑна тӗпчӗҫ тата стажировкӑсем тухӗҫ.
Медицина енӗпе пӗрле ӗҫлӗҫ
Санкт-Петербургра Чӑваш Ен кунӗсемпе килӗшӳллӗн республикӑри санаторипе курорт потенциалне тата медицина туризмне аталантарассине халалланӑ ҫавра сӗтел иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова каласа панӑ.
Пӗрлехи диалога регионти малта пыракан медицина учрежденийӗсен представителӗсем, Санкт-Петербургри профильлӗ экспертсем, ҫавӑн пекех вузсемпе профсоюзсен представителӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем санаторисен сывлӑх управленийӗн моделӗ ҫине куҫассине, ҫутҫанталӑкӑн уникаллӑ ресурсӗсемпе (сапропель пылчӑкӗпе рапсем) усӑ курассине тата ҫӗнӗ йышши сиплев меслечӗсене пурнӑҫа кӗртессине сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе Санкт-Петербургри Сывлӑх сыхлавӗн комитечӗ хушшинче килӗшӗве алӑ пусни тӗлпулун тӗп кӑтартӑвӗ пулса тӑнӑ, вӑл малашлӑхра пӗр-пӗрин паха опычӗпе паллашмалли тата пӗрлехи наука ӗҫӗсен никӗсне хывнӑ.

