Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна ҫӗнӗ йышши тепӗр 16 автобус килсе ҫитмелле.
Иртнӗ 5 ҫулта Чӑваш Енри транспорт управленийӗ 221 ҫӗнӗ троллейбус кӳрсе килнӗ, 168 автобус туяннӑ.
Обществӑлла транспорт паркне ҫӗнетесси малалла пырать. Кӑҫал региона тепӗр 10 троллейбус килмелле.
Ҫак эрнере Шупашкар «Горожанин» партири пӗрремӗш троллейбуса йышӑннӑ. Унта 100 ҫын таран вырнаҫать, лармалли вырӑнӗ – 33. Кондиционер, ӑшӑ, сӑнав камери пурри транспорта татах та хӑтлӑх кӳрет.

