Кӑҫалтан ӑмӑртусенче Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен Камилла Нелюбова Японин тӗп хулинче Токиора иртнӗ турнирта пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. 18 ҫулти Камиллӑшӑн ку тӗнче шайӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту пулнӑ.
Ҫамрӑк спортсменка кӗске программӑра 76,08 балл пухса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унран Японири спортсменкӑсем кӑна иртсе кайнӑ. Икӗ кунри кӑтартӑва илес тӗк, Камилла пиллӗкмӗш вырӑна лекнӗ.
Камилла Краснодар крайӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. Унччен вӑл Олимп чемпионӗ Евгений Плющенко патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ, халӗ – Аделина Сотникова патӗнче.

