Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ҫӗршыври чи лайӑх специалистсен шутне кӗнӗ

Ҫӗршыври чи лайӑх специалистсен шутне кӗнӗ

Чӑваш Енре «Професси енӗпе чи лайӑххи» конкурсӑн федераци тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри професси ӑсталӑхӗн «Професси енӗпе чи лайӑххи» конкурсӑн федераци тапхӑрне хупассипе церемони иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Федерацин ӗҫ тата ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн ертӳҫи Михаил Иванков хутшӑннӑ. 

Чӑваш Республикин икӗ представителӗ ҫӗршыври чи лайӑх специалистсен шутне кӗнӗ, хӑйсен номинацийӗсенче квалификацие тата профессионаллӑха пысӑк шайра кӑтартса панӑ.

«Отделка ӗҫӗсен мастерӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна Василий Сергеев йышӑннӑ. Алексей Петрянкин «Каменщик» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 

Мероприятине хутшӑнакансем тата хӑнасем конкурс рабочисен специальноҫӗсен авторитетне ӳстерессишӗн тата малта пыракан опытсемпе паллашассишӗн пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.

Чӑваш Ен чи лайӑх кадрсен лаҫҫи пулнине кӑтартса панӑ профессионалсемпе мӑнаҫланатпӑр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *