Чӑваш Енри 11 педагог Президент премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Сумлӑ парне виҫи – 200 пин тенкӗ.
Маттур вӗрентекенсен йышӗнче Канашри 10-мӗш шкулта математика учителӗ пулса ӗҫлекен Мария Федорова та пур. Премие тивӗҫнӗ ытти лауреатсене ятран асӑнса хӑварни те вырӑнлӑ пулӗ.
Сумлӑ парнене тивӗҫнӗ ытти педагогсем: Шупашкарти 62-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литература учителӗ Людмила Николаева, Шупашкарти 24-мӗш шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен Татьяна Шишова, Шупашкар округӗнчи Ҫӳлтикасси шкулӗнчи физикӑпа математика учителӗ Ольга Михайлова, Шупашкарти 41-мӗш шкулта географи вӗрентекен Светлана Мыльникова, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулти вырӑс чӗлхипе литература учителӗ Мария Леванова, Элӗкри шкулта технологи вӗрентекен Татьяна Петухова, Етӗрнери пуҫламӑш шкулти кӗҫӗн классен учителӗ Наталия Шуверова, Вӑрмар шкулӗнчи биологи учителӗ Клавдия Николаева, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулти физкультура тата ОБЗР учителӗ Алина Дмитриева, Патӑрьелти 2-мӗш шкулта технологи вӗрентекен Наталия Никитина.

