Главная > канашен (Страница 2)

Питравра – пурте вăйă картинче

Чăваш халăхĕн мĕн авалтан пыракан уявсемпе йăла-йĕркесем чылай. Вĕсенчен пĕри – çу варринче ирттерекен Питрав. Çамрăксем çак кун вăййа тухнă: карталанса юрăсем шăрантарнă, вăйăсем вылянă. Шăпах унта каччăсем хăйсене валли хĕр суйланă. Питрав кунĕнче Юмансар ялĕнче пурăнакансем те «Хаваслă çу кунĕ-сем» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ уява пĕрле пуçтарăннă. Ялти культура çуртĕнче ĕçлекенсем

Подробнее

Аталану ыйтăвĕсене пăхса тухнă

Шăхасанти ял библиотекинче Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕн тĕп врачĕпе тĕлпулу иртнĕ. Мероприятие тĕрлĕ обществăлла организацисемпе округри учрежденисен представителĕсем те хутшăннă. Унта республикăн юлашки 5 çулти социаллă тата экономикăлла аталанăвĕ çинчен калаçнă. Канашри медицина центрĕн ертÿçи Рената Федорова регионăн аталанăвне тишкерсе доклад тунă, федераллă влаç органĕ- сем пулăшнипе тума май килнĕ

Подробнее

Салтаксен орденĕсене тăванĕсене панă

Канаш муниципаллă округ администрацийĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуçĕсене хунă салтаксем тивĕçнĕ «Хăюлăхшăн» орденсене вĕсен тăванĕсене панă. Николай Толстов рядовой тата Юрий Бабанов лейтенант çĕршыва хÿтĕлесе çар тивĕçне пурнăçланă чухне паттăррăн пурнăçран уйрăлнă. «Хăюлăхшăн» орден – салтак вилнĕ хыççăн та паракан наградăсенчен пĕри. Вăл çар çынни кăтартнă хăюлăх малалла службăра тăракансемшĕн тĕслĕх пулса

Подробнее

Çăмăллăхлă ипотека параççĕ

Çăмăллăхлă ипотека программи 4 уйăхра 230 çемьене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшнă. Ун тăрăх ипотека илнĕ чухне хваттер е çурт хакĕн 20 проценчĕ чухлĕ пулăшу параççĕ. Çак программа валли республика бюджетĕн- че 500 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çакă 400-е яхăн çемьене пулăшма май парĕ. Округсен администрацийĕсенче ку программа валли заявкăсем йышăнасси

Подробнее

Агромаркет уçăлать

Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти «Каскад» суту-илÿ центрĕнче «Пехет» агромаркет уçăлать. Унта 40 ытла фермерăн продукцине туянма май пулĕ. Ассортиментра – аш-какай, сĕт, сыр- сем, пыл, чей, пахча çимĕç, çĕрулми, çăкăр, пулă тата ытти апат-çимĕç. Кунтах халăх промыслисемпе паллашма тата сувенир продукцийĕ туянма та пулĕ.

Подробнее

Шупашкар уява хатĕрленет

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çурла уйăхĕнче Шупашкар çуралнă кунне уявлĕ. Вăл çурлан 16_17-мĕшĕсенче иртĕ. Кăçал та тĕп мероприятисем Константин Иванов скверĕнче, Хĕрлĕ лапамра тата Юрă уйĕнче пулĕç. Мускав çыранĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 60_70-мĕш çулĕсен ретроспективине йĕркелĕç. Çав вăхăтри юрă-кĕвĕ янăрĕ, çавăн пекех «Атăл çинчи джаз» фестиваль иртĕ. Юрă уйĕнче спортсменсем тупăшĕç, унта тĕрлĕ

Подробнее

Пурте пĕрле сÿтсе явнă

Кайри Ăнтавăш ялĕнче пурăнакансем пуçаруллă бюджетăн «Ниме – халăх бюджечĕ» программине хутшăнма шутланă. Ялти хастарсем халăха пуçтарса плотина çинчи дамба патне каякан çула йĕркене кĕртессине сÿтсе явнă. Çакă ялти инфратытăма ла- йăхлатассинче пĕлтерĕшлĕ утăм пулĕ. Проект суммин 20 процентне çеç халăхран пуçтарма тивет, ытти укçа-тенке «Халăх бюджечĕ» программăпа уйăраççĕ. Ял çыннисем

Подробнее

Ĕç çыннисене – преми

Чăваш Енре пурăнакансене «Ĕç çынни» наци премине парас енĕпе иртекен конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ. Заявкăсене утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурс пурĕ 6 номинаципе иртет: «Технологи лидерĕ», «Чи лайăх наставник», «Çамрăк специалист», «Çемьесен ĕç династийĕсем», «Ветерансен канашĕ», «Ĕçпе патриотла воспитани». Заявкăсене премин официаллă сайтĕнче е «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕ

Подробнее

Ялсенче ĕçлесшĕн

Чăваш Енре 16 çын «Культурăн земство ĕçченĕ» программăна хутшăнма заявкăсем çырнă. Аса илтеретпĕр: ку программа РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалтан пурнăçа кĕме пуçланă. Унăн тĕллевĕ – культура отраслĕнчи кадрсен потенциалне çирĕплетесси, ялсенче тата пĕчĕк хуласенче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси. Кандидатсем клуб заведующийĕнче, художество ертÿçинче, менеджерта, хореографи тата музыка инструменчĕсен преподавателĕнче, ăслăлăх сотрудникĕнче

Подробнее

Çар фестивалĕ иртет

Утă уйăхĕн 17_20-мĕшĕсенче Куславкка округĕнче çарпа истори клубĕсен тата шырав отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри «На рубеже» фестивалĕ иртет. Кăçал Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕ-левçин, Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ пулнине кура мероприятин программине чылай анлăлатнă: çĕнĕ ăсталăх класĕсем, интерактивлă лапамсем, ретрокино кăтартассине кĕртнĕ. Анлăн иртекен фестивале Чăваш Енрен, Мордва тата Мари республикисенчен çарпа

Подробнее