Улпутсен пусмăрĕ
Яманкассин ял çĕрĕ питех те сахал пулнă. Ун çинче туса илнĕ тырă хресченсене çур хĕле те çитмен. Пуринчен ытла чухăн хресченсен пурнăçĕ йывăр пулнă, мĕншĕн тесен çĕрĕн ытларах тата лайăхрах пайĕ кулаксен аллинче шутланнă. Çавăнпа хресченсен ирĕксĕрех çĕр тара илсе акмалла пулнă. Вĕсем çĕре тара ыйтма Луцкри улпутсем патне кайнă. Çав çулсенче Луцкра 3 улпут пулнă: Павел Петрович, Борис Петрович тата Екатерина Петровна. Вĕсем хресченсене çĕре питех те йывăр условисемпе панă. Хресченĕн тара илнĕ çĕр çинче туса илнĕ тыррăн çуррине улпута пама, кунсăр пуçне улпут патĕнче лашапа тата лашасăр питĕ нумай ĕçлеме тивнĕ.
Улпутсем хресченсене çын вырăнне те хуман, кирек ăçта тĕл пулсан та пĕр сăлтавсăрах хĕненĕ. Пĕррехинче Яманкасси ял çынни Васильев Григорий Терпите вутă сутма кайнă. Унăн лаши питĕ ырхан пулнă. Çул çинче ăна сасартăк икĕ пысăк хура йытă хуса çитнĕ. Вăл йытăсене курсанах хăраса ÿкнĕ, мĕншĕн тесен ку йытăсем Павел Петро- вич улпутăн пулнă. Вăл лавне çултан пăрса тăратма шутланă, анчах лаши айккине пăрăнса юр ăшне кĕрсе ÿкнĕ. Улпут аякранах: «Сторонись!» — тесе кăшкăрса янă, лав патне çитсен Васильева саламатпа хĕнесе хăварнă.
Чир-чĕрпе кĕрешни
Ĕлĕкхи вăхăтра чăваш халăхĕ медицина пулăшăвĕ çинчен шухăшлама та пултарайман, çавăнпа чир-чĕр пуçланса кайсан çынсем кĕлте пекех йăваннă. Халăх хăй мĕнле пĕлнĕ çавăн пек чирсемпе кĕрешнĕ. Вĕсем ытларах тĕшмĕш йăлисемпе усă курнă. Çав йăласенчен пĕри «хĕр сухи» пулнă. Ăна çапла тунă: ялти пур хĕр те шурă кĕпе тăхăнса çĕрле ял йĕри-тавра суха пуç туртса çаврăннă. Çакă вăл, ватă çынсен шучĕпе, таса хĕрсем яла «усал-тĕсел» кĕресрен карта тытса çавăрни пулнă. «Хĕр сухине» хутшăнман хĕрсене вара таса мар хĕр тесе шутланă.
Тепрехинче çапла та тунă: халăх çырма çумĕсене чавнă та çав хушăран халăха хапха витĕр кăларнă пек кăларнă. Пирĕн ял халăхĕ çавăн пек «Çĕр капанне» тунă.
Патша правительстви пирĕн таврари чăваш халăхĕ валли 1902 çулта çеç больница лартса панă. Унта врач, фельдшер ĕçленĕ. Больница лартнă пулин те халăх сывлăхне сыхлас ĕç палăрмаллах лайăхланайман, мĕншĕн тесен чиртен сывалас тесен эмелсемшĕн укçа тÿлемелле, лайăхрах эмел илме врачне хăйне те памалла пулнă. Эмелсем хаклă пулнăран больница пулăшăвне пуянсем çеç илме пултарнă.
Христианство тĕнне йышăнтарни
Чăваш халăхĕ çут çанталăк умĕнче питех те вăйсăр пулнă. Вĕсем пурнăçри пур инкекпе тĕлĕнмелли хăватсем — Киреметрен, Арçурирен, Хĕртсуртсенчен килет тесе шутланă. Çавăнпа вĕсем Киремете пуç çапнă, парнесем панă. Çумăр çутарас тесе «çумăр чÿкĕсем» тунă. Çакна тума халăх пĕрлешсе вăкăр илсе пуснă, сăра тунă тата пăтă пĕçернĕ. «Çумăр чÿкĕ» тума пĕтĕм ял халăхĕ шурă патаксем тытса тухнă, халăх умĕнче пĕр ватă çын Киреметрен çумăр ыйтса чÿк сăмахĕ каланă. Юлашкинчен пăтă çинĕ, сăра ĕçнĕ те чÿк тума пынă çынсем тумтирĕ- семпех юхан шыв урлă каçнă.
Патша правительстви чăвашсене 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчех христианство тĕнне йышăнтарма тытăннă, анчах чăваш халăхĕ хирĕç тăнине пула çак тĕне пур чăваш хушшинче те сарса çитерме пултарайман, мĕншĕн тесен вĕсем çакна лайăх ăнланнă: вĕсене христианство тĕнне куçни нимĕн те паман, ытлашши чăрмав, ытлашши тăкак кăна кÿнĕ. Ĕç вăхăтĕнче вĕсене чиркĕве хăваланă, чиркÿ йăлисене туманшăн штрафсем тÿлеттернĕ, çĕрсене тытса илнĕ; ача шыва кĕртнĕшĕн, мăшăрланнăшăн, виле пытарнăшăн укçа тÿлемелле пулнă, вĕсенчен ругă тырри пухнă, чиркÿпе унăн çыннисене тытса тăма темĕн чухлĕ укçа тăкакламалла пулнă.
Яманкасси халăхне çак тĕне 1700-1720 çулсенче ирĕксĕр йышăнтарнă, 1770 çулта вара Сиккасси ялĕнче чиркÿ лартса панă. Чиркÿ лартма укçине халăхран пухнă. Халăха чиркĕве хăвалама патша правительстви яла ятарласа урядник янă. Христианство тĕнне йышăнтарнă чăвашсене тепĕр тăлăпа тăлланиех пулнă.
Пупсем ĕç çыннисене пур майпа та улталанă, çаратнă, вĕсем час-часах картран тухсах ашкăннă. Пупсен ултавлă ĕçĕсене хирĕç уççăн тухма май пулман. Ун пек хăюллă çынсене патша влаçĕ часах тыта-тыта хупнă, ссылкăсене ăсатнă.
Октябрьти революци чă-ваш халăхне социализм строительствине активлă хутшăнма май панă.
Павăл пичче каласа пани
— Эпĕ Турра питĕ ĕненетĕп. Çавăнпа 1908 çулта Благовещени (ăна эпир Пăлхавăшни тетпĕр) кунне ятарласа Хусанти Благовещени соборне çурран кайма шут тытрăм. Çурăм хыçне кутамкаласа çăкăр, пĕр мăшăр улăштарса сырма çĕнĕ çăпата çакрăм та тухса кайрăм инçе çула. Çулĕ шывлăччĕ, çавăнпа урасем йĕпенетчĕç. Виçĕ кун утнă хыççăн, вăйран кайнăскер, Хусана çитсе выртрăм. Благовещени кунне ирех тăрса çĕнĕ çăпата сырса чиркĕве кайрăм. Хапхинчен кĕриччен çĕлĕке хывса сăх сăхрăм, пуç çапрăм та чул юпа çинче: «В собор в лаптях и домашней одежде вход воспрещен» тесе çырнă пĕлтерÿ курах кайрăм. Манăн ятарласа виçĕ кун утса килнине харам тăвас килмерĕ, хăваласах кăлармĕç-ха тесе чиркĕ-ве кĕрсе сылтăм енчи клирос хыçне пырса тăтăм. Архиерей, хăйне тумлантарнă чухне ман çине куçĕсене илмесĕр пăхса тăчĕ. Мана унăн куçĕ-сем: «Эсĕ, çăпаталлăскер, кунта мĕнле кĕме хăйрăн!;» тенĕн туйăнчĕç, хам çапах тухма шутламарăм, малалла мĕн пулĕ тесе шухăшласа хĕрес хывса тăтăм, ăшăмра турă кĕллисем каларăм. Çав вăхăтра манăн тутасем яланах хускалкаласа тăчĕç.
Пупсем архиерей тавра евангели çĕклесе çаврăнчĕç те архиерей алтаре кĕрсе кайрĕ. Çакăн хыççăн пăртак тăрсанах ман пата хĕç çакнă погонлă пĕр арçын пырса тăчĕ те мана алран тытса: «Пойдем!» — терĕ. Вăл мана чиркÿрен çавăтсах тухрĕ. Манăн телейшĕн полицайĕ чăваш çынни пулчĕ. Вăл эпĕ чăваш иккенне пĕлсен мана чăваш- ла ятлама тытăнчĕ: «Вулама пĕлетĕн пуль-çке! Мĕншĕн кĕтĕн? Эсĕ капла пире пĕтеретĕн!» Эпĕ вара: «Мĕнле вара, пирĕн пек мĕскĕнсене чиркÿрен уйăратăр;» — терĕм. Мана вара полицай: «Эпир тавлашса нимĕн те тăваймăпăр», — терĕ те мана чиркÿ тулашне тăратса хăварчĕ. Вăл ман хыççăн çăпаталлă тата ултă çынна çавăтса тухрĕ.
Ялăн революцичченхи сăн-сăпачĕ
Яманкасси халăхĕ, пĕтĕм чăваш хресченĕ пекех, патша правительстви вăхăтĕнче питех те тĕттĕм те кая юлнă халăх пулнă. Вăл культура çурчĕсем çинчен шухăшлама та пултарайман. Çамрăксем каçхи пушă вăхăтсене улахсенче ирттернĕ, унта тĕксĕм çунакан хăйă çутинче хĕрсем сÿсрен çип арланă, каччăсем çăпата хуçнă. Çуллахи каçсенче вара урама тухнă, унта çамрăксем хăйсен йывăр пурнăçне аса илтерекен хурлăхлă юрăсем юрласа е шăпăр кĕввипе ташласа вăхăта ирттернĕ.
Пĕтĕм халăх хура пÿртсенче пурăннă, çавăнпа халăхăн çурри ытла пайĕ трахом чирĕпе чирлĕ пулнă. Çак чире пула вĕсем çамрăклах, 40-45 çула çитсенех, суккăрланса юлнă. Яманкассинче 1871 çулччен пĕр шурă пÿрт те пулман, çак çул вара ялта пуçласа пĕр шурă çурт лартнă, çакăн хыççăн вара малтан ялти пуянсем, каярахпа вăтам хресченсем шурă пÿртсем лартма пуçланă.
Ял халăхĕ тĕттĕм те чухăн пурнăçра хĕн курса пурăннине çак тĕслĕхсем те уççăн кăтартса параççĕ. Халăх сăмавар мĕн иккенне те пĕлмен, чей ĕçесси çинчен тĕлленме те пултарайман. Яманкассинче 1872 çулта кăна пуçласа пĕр хресчен сăмавар туяннă. Çакăнтан пĕтĕм ял халăхĕ тĕлĕннĕ, ăна курма çав киле çÿренĕ. Пур хресчен те ака-суха ĕçне суха пуçĕпе тунă, кунсăр пуçне тата нумай хресченĕн лашисем питех те ырхан та вăйсăр пулнă, çавăнпа ака-суха ĕçĕ хресченсемшĕн питех те йывăр ĕç пулнă, чылай хресчен, уйрăмах чухăнсем, хăйсен сахал çĕрне те акса хăварайман. Çавăнпа ялти халăхăн çурри ытла пайĕ тăраниччен çăкăр çисе курайман. 1898 çулта кăна яла ял пуянĕ Николай Захаров пуçласа пĕр каслă «Эккер Берлин» тимĕр плуг илсе килнĕ. Çакă халăха питĕ тĕлĕнтернĕ, çавăнпа вĕсем пуян тимĕр плугпа пуçласа ака тума уя тухсан ялĕпех хăпса тухнă, тимĕр плугпа сухаланине курасшăн пулнă. Çакăн хыççăн ытти хресченсем те плуг туянма тытăннă, анчах чухăнсем кăна суха пуçĕнчен уйрăлайман.