Ялта тухтăр пысăк вырăн йышăнни каламасăрах паллă. Çак шухăша район центрĕнчен аякра пурăнакансем тÿрремĕнех уçăмлатма пултараççĕ. Ара, вĕсен тухтăр патне кĕрсе тухас тесессĕн темиçе çухрăм парăнтармалла вĕт.
Çавăнпа юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕн «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе тата Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕнчи пĕрремĕш звенона çĕнетес тĕллевпе йышăннă программăпа килĕшÿллĕн вырăнти фельдшерпа акушер пункчĕсене юсасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн районта вăтăр пĕр çĕнĕ ФАП çĕкленĕ. Иртнĕ çулсенче тăватă ФАПра тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çакă район çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Кăçал маларах асăннă программăпа килĕшÿллĕн Атнашпа Матьшÿ ялĕсенчи ФАПсенче те юсав ĕçĕсем пуçланнă.
Атнаш салинчи ФАПра стенасене, маччана тата урай çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăрнă. Кĕмелли вырăна брусчатка сарса илемлетнĕ. Хальхи вăхăт тĕлне ĕçлекенсем шалти ĕçсене тума пуçланă. Сывлăх сыхлавĕнчи çак строительство ĕçĕсем районти сыватмăшсенче пациентсене паянхи пурнăç ыйтнă пек медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май парĕç.
Медицина учрежденийĕ ялти 920 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрĕ. ФАПра юсав ĕçĕсем пынă вăхăтра пациентсене вăхăтлăха ялти культура çуртĕнче йышăнаççĕ.
— ФАП çĕнелсе лайăхланнăшăн эпир питĕ савăнатпăр, мĕншĕн тесессĕн пациентсене кунта пулăшу пама меллĕ пулать, — шухăшне пĕлтернĕ ялти фельдшер Галина Иванова.
Екатерина ЧЕРТЫНОВА