Среда, 30 октября, 2024
Главная > Публикации > Ватăсем спортпа туслă

Ватăсем спортпа туслă

Кăшнаруй ялĕнчи культура çуртĕнче эрнекунпа ытларикун аслă ÿсĕмри çынсемпе сиплев физкультурин занятийĕсене ирттереççĕ.

Занятисене Антонина Сергеева медицина сестри ирттерет. Вăл сывлăх сиплевĕнче 40 çул ытла ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура.

Чăваш Енри социаллă ыйтăм управленийĕн центрĕ иртнĕ çулта халăхран тĕпченĕ кăтартусем тăрăх çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: республикăра сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен пĕрре виççĕмĕш пайĕ ытларах чупма тата çуран утма, çавăн пекех ишме юратаççĕ ?21 процент/; виççĕмĕш вырăнта — велосипед спорчĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла: «Спорт — пурнăç йĕрки» проектпа килĕшÿллĕн 2030 çул тĕлне республикăра пурăнакансен 70 процентне спорта явăçтармалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *