Çак кунсенче Кайăкяль ялне туса хунăранпа 290 çул çитнине хаваслăн уявланă.
Çак савăнăçлă пулăмпа ял çыннисене Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Александр Федоров, Вăтапуç территори уйрăмĕн начальникĕ Анастасия Глухова ăшшăн саламланă, яла малашне те илемленсе пыма суннă. «Ял аталанса, чечекленсе пытăр, унпа мухтанмалла пултăр. Тăрăшни нихăçан та сая ан кайтăр, çитĕнÿсем патне илсе пытăр. Тăван кĕтес яланах сирĕн чĕрере пултăр», — тенĕ Александр Федоров ял çыннисене саламланă май.
Уявра хаваслă юрă-кĕвĕ янăранă, ял хастарĕсене Тав çырăвĕсемпе тата парнесемпе чысланă.