Пурнăç кустăрми ют çĕре илсе кайсан та, шăпа çав тăрăхра «йăва» çавăрма ыйтсан та — çуралса ÿснĕ вырăн кашни çыншăнах паха.
Алевтина Никитична Евграфова Мăкăр ене çитсе ачалăхăн хаваслă сукмакĕсене час часах такăрлатать. Тус-тăванпа курнăçса çĕнĕ хыпарсемпе паллашать, вăй çитернĕ таран ырă ĕçсене хутшăнма тăрăшать.
Кун çул шăпи Алевтина Евграфована Уçырма каччипе пĕрлештернĕ. Туслă çемье ачисене пурнăç çулĕ çине тăратса хăйсем кăмăлланă професси илме пулăшнă. Паянхи кун асаннепе кукамай, кукаçипе асатте ята илтме тивĕçнĕскерсем мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ, вĕсене ÿстерме пулăшаççĕ, юратнă ĕçре те вăй хураççĕ.
Алевтина Никитична Канаш хулинчи 9-мĕш шкулта физкультура учителĕ пулса вăй хурать, çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарать.
Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те курăмлă. Шкул команди тĕрлĕ ăмăртуран яланах малти вырăнсемпе таврăнать. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Алевтина Никитична нумай наградăна тивĕçнĕ. Чун-чĕре ыйтнипе обществăлла ĕçсене те хутшăнма мехел çитерет. Тăван ялта, Мăкăрта, иртекен мероприятисенче вăл яланах кĕтнĕ хăна. Вăл çав вăхăтрах уяв- сене йĕркелесе ирттерме те яланах хаваспа пулăшать.
Çак кунсенче чи пысăк парне — тус-тăванăн ăшă саламĕ пулчĕ. Алевтина Никитична сумлă юбилейне паллă турĕ, икĕ «5» туянчĕ. Чĕререн шăранса тухакан ăшă саламсем, чĕрĕ чечек çыххисем, Мăкăрти «Туслăх» фольклор ушкăнĕн юрри-ташши уява илем кÿчĕç, çĕнĕ хавхаланупа вăй-хал хушрĕç.
Алевтина Никитична, сирĕн çине тÿперен телейпе ырлăх çумăрĕ вĕçĕмех тăкăнса тăтăр!
Сывлăхпа пурăнăр, вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр! Малашне те çут пуласлăха шанса çирĕп утăр!
Утас çулу тумхахсăр пултăр, шутлани пурнăçа кĕрсе пытăр.
Вероника ИВАНОВА