Вторник, 18 июня, 2024
Главная > Публикации > Херсон облаçĕнче пулнă

Херсон облаçĕнче пулнă

Мария Владимирова «Ачалăха çул кăтартакан» федераци проекчĕн Канаш тăрăхĕнчи кураторĕ шутланать. Нумаях пулмасть вăл Херсон облаçне гуманитари миссийĕпе çитсе килнĕ.

Мария Константиновна тĕллевлĕ çул-çÿрев вăхăтĕнче шкулта тĕлпулусем ирттернĕ, ĕçтешĕсене хăйĕн паха ĕç опычĕпе паллаштарнă, Пĕтĕм Раççейри «Пысăк перемена» конкурс çинчен каласа кăтартнă.

Пирĕн пултаруллă ентеш Херсон облаçĕнчи Григорьевск тавра пĕлÿ музейне те кĕрсе курнă, унти экспонатсен паха коллекцине Чăваш Республикин ялавĕпе тата Шăхасан шкулĕнче вĕренекен ачасем тĕрлесе хатĕрленĕ сыхлăх паллисемпе пуянлатса хăварнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *