Вторник, 18 июня, 2024
Главная > Публикации > Акци ирттернĕ

Акци ирттернĕ

Çу уйăхĕн 31-мĕшне пĕтĕм тĕнчере сигарет туртассипе кĕрешес кун тесе палăртнă. Çакна халалласа Канашри тĕп район больницинче ĕçлекенсем «Сигарета çук тетпĕр» акци ирттернĕ.

Ку мероприяти çынсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, усал йăласене пăрахма чĕнет. Пирус туртакан çын хăй пăрахас тесен çеç туртма пăрахаять. Шăпах çакăн çинчен аса илтернĕ те больница ĕçченĕсем пациентсене.

Вĕсем пирус туртнин сиенĕ çинчен калакан брошюрăсене çынсене валеçсе панă, сывă пурнăç йĕркипе туслашма сĕннĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *