Вторник, 18 июня, 2024
Главная > Публикации > Ялта интересли нумай

Ялта интересли нумай

Чăваш Енре «Ялта ирттернĕ кун» республика проекчĕ старт илнĕ. Ку проекта хутшăнса Шупашкарти шкулсенче ăс пухакан ачасем ял округĕсене çитсе кураççĕ. Унта вĕсем паллă вырăнсемпе, республикăри малта пыракан агропредприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ. Пурĕ проекта 500 ачана хутшăнтарма палăртнă.

Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче ачасен пĕрремĕш ушкăнĕ çула тухнă. Шупашкарти 47-мĕш тата 55-мĕш шкулсенче пĕлÿ илекенсем Канаш тăрăхне çитнĕ. Чи малтанах вĕсем Çеçпĕл Мишши музейне çитсе курнă, паллă поэтăмăрăн кун-çулĕпе паллашнă, ун çинчен чылай интересли пĕлнĕ.

Унтан вĕсем М.В.Серов ячĕллĕ Чакаç вăтам шкулĕ тăрăх экскурси тухнă. Волонтерсем медиацентр ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă, маскировка тетелĕ çыхас енĕпе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Чакаç культура çурчĕн ĕçченĕсем С.Васильева тата Т.Михайлова декораципе ĕçлев искусствин куравĕпе паллаштарнă, шкулсен пĕрлештернĕ командисем хушшинче «Хаваслă ялти стартсем» ирттернĕ. Ачасем вĕсене хаваспах хутшăннă, хăйнеевĕр конкурссенче чи мала тухас тесе тăрăшса ăмăртнă.

Малалла тĕп хуламăртан килнĕ ачасем пирĕн тăрăхри паллă вырăнпа — Мăкăрти чукун çул кĕперĕпе паллашнă, архитектура палăкĕн мăнаçлăхĕнчен тĕлĕннĕ.

Канаш тăрăхĕнче ăнăçлăн ĕçлесе пыракан агропредприятисем чылай. Вĕсенчен пĕри — «Мелилотус» СППК — хăнасене хаваспах йышăннă. Ачасене тĕрлĕ сортлă пыл, чейсем мĕнле тунипе паллаштарнă, ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕ çинчен каласа панă.

Шкул ачисем çак кун питĕ интереслĕ иртнине, вĕсем нумай çĕннине пĕлнине палăртнă, хăшĕ-пĕрисем малашне ялта пурăнас ĕмĕт çуралнине те пытарман.

«Ялта ирттернĕ кун» проект малалла пынăçемĕн ачасем тата нумай çĕре çитсе курма, ялти шкулсен опычĕпе паллашма, юратнă республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсем çинчен интереслĕ япаласем пĕлме ĕмĕтленеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *