Понедельник, 1 июля, 2024
Главная > Публикации > Чи лайăххисене палăртнă

Чи лайăххисене палăртнă

Тунтикун, Шупашкарта, республикăри чи лайăх кăтартупа ĕçлесе пыракан 100 ял хуçалăх предприятине чысланă. Вĕсен йышне пирĕн тăрăхри виçĕ хуçалăх та кĕнĕ.

Чыслав церемонине Киров ячĕллĕ ЯХПК, «Канмаш» агрофирма тата «Хучель» пĕрлĕх ертÿçисем хутшăннă.

Çав кун «АСК-Канаш» пĕрлĕх ертÿçине Евгений Терентьева Раççей Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, «Исток» хуçалăх ертÿçине Николай Павлова Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехет панă. «Кипрей» кооператива аталантарма Николай Николаев патшалăхран сумлă гранта тивĕçнĕ.

«Агро-100» клуб пирĕн республикăра 20 çула яхăн ĕçлет. Вăл регионти ял хуçалăх организацийĕсен ĕçне тишкерме, унта çĕнĕлĕх кĕртме тата вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшса пыма май парать. Республикăри чи лайăх кăтартупа ĕçлесе пыракан 100 ял хуçалăх предприятийĕ йышне кĕни _ пысăк хисеп!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *