Суббота, 5 октября, 2024
Главная > Публикации > Ырă тата телейлĕ çул пултăр!

Ырă тата телейлĕ çул пултăр!

Шăхасанти культура çурчĕ çумĕнчи лапамра шкултан вĕренсе тухакансен парачĕ итнĕ. Унта округри 12 шкултан 76 çамрăк хутшăннă.

Пурнăçăн анлă çулĕ çине ура ярса пусма хатĕрленекенсене вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева тата Шăхасанти территори пайĕн начальникĕ Владимир Руссков саламланă.

Сцена çине 28 медалист тухнă. «Вĕренÿре палăрнăшăн» чыслакан пĕрремĕш степеньлĕ медальсене 16 хĕрпе каччă тивĕçнĕ, иккĕмĕш степеньлисене вара _ 12 выпускник.

Шкултан вĕренсе тухакансен ячĕпе Виктория Иванова сăмах илнĕ. Вăл Пайкилт шкулĕнче вĕреннĕ, вырăс чĕлхипе экзамента 100 балл пухнă. Ăна пĕрремĕш степеньлĕ медаль парса чысланă.

Ырă тата телейлĕ çул пултăр сирĕн, ĕмĕтленнĕ шухăш-тĕллев яланах пурнăçа кĕрсе пытăр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *