Суббота, 5 октября, 2024
Главная > Публикации > Çемйипех пĕр профессие парăннă

Çемйипех пĕр профессие парăннă

Чылай профессие çынсем çемйипех парăнаççĕ.

Юратнă мăшăрпа пĕрле пĕр структурăра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тимлеççĕ, хăйсен паха ĕç опытне ачисене вĕрентсе хăвараççĕ. Çакнашкал туслă çемьесем Канаш округĕн тĕп больницинче те сахал мар.

Юратупа çемье тата шанчăклăх кунĕ тĕлне шур халатлă мăшăрсене Канаш тăрăхĕн тĕп библиотекине пуçтарнă. Чыслав церемонине медицинăра вăй хуракан вунă çемье хутшăннă. Вĕсене тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Сергей Шерне салалмланă, асăнмалăх парне тата чĕрĕ чечек çыххисем парнеленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *