Четверг, 19 сентября, 2024
Главная > Публикации > 101 çул тултарнă

101 çул тултарнă


Вырсарникун, утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Шаккăл ялĕнче пурăнакан Мария Петровна Рытова 101 çул тултарнă. Сумлă çуралнă кунпа ветерана тăванĕсемпе çывăх çыннисем саламланă. Мария Петровна хăнасене тулли кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Ăна кашни çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх тата вăрăм кун-çул суннă.
Мария Рытова Шаккăл ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Аслисен йышĕнче пулнă май пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ, кĕçĕн çулхи пĕртăванĕсене пăхнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен тăван хуçалăхра вăй хунă, кайран шкулта секретарь тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. Тискер тăшман тапăнса килсен ытти тыл ĕçченĕсемпе пĕрле Тăвай тăрăхне хÿтĕлев чиккисем тума хутшăннă, вăрман каснă. Чугун çул тунă çĕрте ĕçленĕ, пĕр йывăр ĕçрен те хăраса тăман.
Мария Петровна мăшăрĕпе ултă ача çитĕнтернĕ. Вĕсем çывăх çыннисене мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем йышлăн парнеленĕ. Тĕпренчĕкĕсем ватă асанне-кукамая манмаççĕ, пăхаççĕ, аякрисем час-часах килсе çÿ-реççĕ.
Хăйне хисеп туса килнĕ çынсене ветеран вăрăм кун-çул пилленĕ, пĕр-пĕринпе яланах килĕштерсе пурăнма каланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *