Понедельник, 16 сентября, 2024
Главная > Публикации > Шупашкар юбилейне уявланă

Шупашкар юбилейне уявланă

Иртнĕ эрнере тĕп хуламăрта Шупашкар хули 555 çул тултарнине халалланă мероприятисем иртнĕ. Уйрăмах çурла уйăхĕн 17 тата 18-мĕшĕсенчи программа пуян пулнă.

Хĕрлĕ лапамра иртнĕ савăнăçлă мероприятире республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пурне те çак паллă уявпа саламланă, тĕрлĕ ĕçре палăрнă ентешсене патшалăх наградисем парса чысланă. Шупашкарта пурăнакансем тата хăнасем «Стрижи» пилотаж ушкăнĕ кăтартнă авиашоупа, уяв кон- церчĕпе киленнĕ. Каçпа Шаман юрăç хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Уяв кунĕнче «Пултарулăх бульварĕ» арт проект ĕçленĕ. Унта Канаш муниципаллă округĕн творчество площадки чылай çынна хăй патне илĕртнĕ.

Чăваш поэзине юратакансем валли «Çеçпĕл Мишшине саспа вулатпăр» конкурс иртнĕ. Ăна çулăмлă поэт çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, ЧР журналистсен союзĕн членĕ, РФ журналистсен союзĕн членĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, литература тата искусство енĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн паракан патшалăх стипендийĕн лауреачĕ Лидия Филиппова паллă ентешĕн пултарулăхĕ çинчен нумай интересли каласа панă.

Алĕç ăстисем тата предпринимательсем хăйсен ĕçĕсене тата продукцине кăтартса панă. Площадкăна курма пыракансем тĕрлĕ конкурссемпе акцисене хутшăнса «Чи телейлĕ туянакан» ята тивĕçнĕ.

Творчество лапамĕнче çăмран йăваласа кĕлеткесем тăвас, супăнь пĕçерес, тухья тата масмак ăсталас, чăваш тĕрри тĕрлес енĕпе ăсталăх класĕ- сем те иртнĕ.

Уявра «Мелилотус» ООО туса кăларакан чее, пыла тата тĕрлĕ ĕçмесене туянма май пулнă. Çавăн пекех хăнасем «Атте тунă» мастерскойра йывăçран ăсталанă хăйнеевĕр хатĕрсемпе, Канаш муниципаллă округри уйрăм предпринимательсем тунă кăçатăсемпе интересленсех паллашнă.

Уяв питĕ илемлĕ, пуян программăллă пулнă. Вăл тĕп хуламăрта пурăнакансен тата хăнасен асĕнче чылайлăха юлĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *