Суббота, 5 октября, 2024
Главная > Публикации > Çеçпĕл ялĕнчи парк çĕнелнĕ

Çеçпĕл ялĕнчи парк çĕнелнĕ

Кăçал, пирĕн ентеш, кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитет. Çак паллă пулăм тĕлне Çĕçпĕл ялĕнчи паркра реконструкци пырать.

Юсав ĕçĕсене туса ирттерме ниме бюджечĕ пулăшнă. Проекта хатĕрленĕ чухне вырăнта пурăнакансен шухăш-сĕнĕвне те тĕпе хунă. Строительсем паркра брусчатка сарнă, çутă хатĕрĕсем вырнаçтарнă, çĕнĕ саксемпе урнăсем те хăйсен вырăнне тупнă.

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парка йĕркене кĕртме тăватă миллион тенкĕ укçа кирлĕ пулнă. Пысăк калăпăшлă проект пурнăçа кĕнĕ. Унăн илемне поэтăн юбилейне паллă тума килекенсем тивĕçлипе курса хаклама пултарĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *