Суббота, 26 октября, 2024
Главная > Здоровье > Наци проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ

Наци проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ

Пирĕн çĕршывра Наци проекчĕсем 2019 çултанпа пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Çак тапхăрта Раççейре пĕлтерĕшлĕ чылай объекта ĕçе кĕртнĕ, чылайăшĕ çулталăк вĕçĕччен хута каймалла.

Наци проекчĕсемпе хăпартакан объектсем Канаш енре те пур. «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе, сăмахран, Шăхасан салинче нумай профиллĕ поликлиника çурчĕ çĕкленет. Унăн стройки планпа кăçал вĕçленмелле.

Çулталăк вĕçлениччен «Цивилизация» гостиница комплексĕ те пĕрремĕш туристсене йышăнмалла. Ăна унччен «Цивиль» кану лагерĕ пулнă вырăнта тăваççĕ. Анлă проекта ĕçе кĕртме «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» Наци проекчĕ пулăшать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *