Ачасемпе çамрăксен Шăхасанти «Импульс» спорт комплексĕнче шкул ачисен Спартакиади шучĕпе иртнĕ баскетбол турнирĕнче Шăхасан вăтам шкулĕн-чи хĕрачасен тата арçын ачасен командисем пĕрремĕш вырăн йышăнса район чемпионĕсем пулса тăнă. «Тренировкăсене тĕрлĕ ÿсĕмри 17 вĕренекен çÿрет. Тренировка валли уйăрнă вăхăт эрнере — 9 сехет. Хĕрачасем ку таранччен пĕр çул та выляса яман, яшсем те яланах 1-мĕш е 2-мĕш вырăнсене йышăнаççĕ»,- тет çĕнтерÿçĕ командăсен тренерĕ Михаил Кузнецов. Виçĕм кун пирĕн баскетболистсем республика чемпионачĕн зонăри ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Саламлатпăр!
Вера ИГНАТЬЕВА,
шкул директорĕн çумĕ