Суббота, 5 октября, 2024
Главная > Публикации > Комплекс тума тытăннă

Комплекс тума тытăннă

Канашри муниципаллă округра çÿп-çапа уйăрса тирпейлекен комплекс тума тытăннă. Вăл Атнаш ялĕ çывăхĕнче çĕкленĕ. Хальхи вăхăтра строительсем ăна валли çĕр лаптăкĕ хатĕрлеççĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ объекта килес çул çĕртме уйăхĕнче хута яма палăртаççĕ.

Проектпа килĕшÿллĕн çÿп-çапа Чăваш Енри виçĕ округран турттарса тăрĕç. Канаш тăрăхĕнчен çулталăкра çÿп-çап 17 пин тонна ытла килĕ, Тăвай тăрăхĕнчен — 3 пин тонна яхăн, Вăрмар тăрăхĕн-чен вара 4 пин те 800 тонна йышăнма хатĕр.

Предприятисемпе уйрăм çынсенчен çулталăкра пилĕк пин тонна ытла ăпăр-тапăр та кĕтеççĕ.

Çитес вăхăтра республикăра çÿп-çапа уйăрса тирпейлекен виçĕ комплекс тумалла. Тепĕр иккĕшĕ Патăрьелпе Муркаш тăрăхĕсенче пулĕç. Вĕсем кашни çулталăк- ра 30 пин тонна ытла çÿп-çапа уйăрса тирпейлеме пултарĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *